1 «Б» класра (вĕрентекенĕ Горшкова Е.М.) тата 3 «А» класра (вĕрентекенĕ Лявина М.М.) «Сарă тĕс - хĕвел тĕсĕ» ятлă конкурс иртрĕ. Чăвашсемшĕн сарă тĕс - чи илемлĕ тĕс. Вăл çĕр çинче пурне те пурнăç паракан çутă хĕвел тĕсĕ, савăнăçпа телей тĕсĕ. Сарă тĕс - пиçсе çитнĕ ыраш тĕсĕ. Ахальтен мар пуль чăвашсем илемлĕ те чипер хĕрпе каччăна "сарă хĕрпе сар каччă" теççĕ. Сарă - хитре тенине пĕлтеет (вырăссемшĕн хĕрлĕ тĕс пек).
Ачасем хăйсен ÿкерчĕкĕсенче ăшă тĕсе, туслăха, пĕрлешĕве кăтартма тăрăшрĕç.