Версия для слабовидящих

Все данные размещены на сайте с согласия субъекта персональных данных

Директор

Кудявнин
Иван Викторович

5 -Б класра (вĕрентекенĕ Гаврилова А.Г.) «Килĕшсе ĕçленĕ ĕç - усăллă ĕç» ятлă класс тулашĕнчичи сехет иртрĕ. Вĕренекенсем И.Я.Яковлев чăваш халăхне пихеллесе хăварнă Чун халалĕ çинчен калаçрĕç. Иван Яковлевич ырми - канми ĕçленипе пухнă ăс – хакăл еткерне халь пĕтĕм тĕнче тенĕ пекех пĕлет. Вĕрентекенĕмĕрĕн ятне çамрăк ăру сăваплăн асăнать, унăн пехилĕсене упрама, ăнланма тăрăшать.

И.Я.Яковлев чăваш халăхне панă халалта çапла çырнă: "Килĕшсе ĕçленĕ ĕç пысăк усăллă - çакна пĕлсе тăрăр, ун пек ĕçе юратăр. Чăн пĕчĕккĕ ĕçе те пит пикенсе, юратса ĕçлĕр. Пурнăçра курма тÿрĕ килнĕ йывăрлăхшăн ан кулянăр. Юратса тусан, чи пĕчĕкçĕ ĕçе те чаплăлантарса яма, усă паракан тума пулать: ÿркенсе ытахальтен анчах ĕçлесен, чăн пысăк ĕç те пăраха тухать, хисепрен каять. Лăпкă чунпа килĕшсе ĕçленĕ пур ĕç те телейлĕ пулать, ăнса малалла пырать. Кукăр çулпа çÿресен, ултавпа тупнă телей - тĕреклĕ мар, вăл вăраха пымасть". 

Ачасем ĕçлĕ  çын телейлĕ пулнине, килĕшсе ĕçлесен кăна ĕç усăллă пулнине палăртрĕç. Иван Яковлевич чăвашсене çутта кăларма пулăшнă вырăс çыннисене те тав сăмахĕсем калани çинчен асăнчĕç.

для детей старше шести лет