Автор: Гаврилова А.Г.
Яланах хĕвел пултăр,
Яланах тÿпе пултăр,
Яланах анне пултăр,
Яланах эп пулам.
3-Б класра (вĕрентекенĕ Горшкова Е.М.) «Сарă тĕс - хĕвел тĕсĕ» ятлă ÿкерчĕксен конкурсĕ иртрĕ. Чăвашсемшĕн сарă тĕс - чи илемлĕ тĕс. Вăл çĕр çинче пурне те пурнăç паракан çутă хĕвел тĕсĕ, савăнăçпа телей тĕсĕ. Сарă тĕс - пиçсе çитнĕ ыраш тĕсĕ. Ахальтен мар пуль чăвашсем илемлĕ те чипер хĕрпе каччăна "сарă хĕрпе сар каччă" теççĕ. Сарă - хитре тенине пĕлтерет (вырăссемшĕн хĕрлĕ тĕс пек).
Виççĕмĕш класра вĕренекенсем хăйсен ÿкерчĕкĕсенче ăшă хĕвеле, туслăха, пĕрлешĕве кăтартма тăрăшрĕç.