Версия для слабовидящих

Все данные размещены на сайте с согласия субъекта персональных данных

Директор

Кудявнин
Иван Викторович

Автор: Гаврилова А.Г.

Çурхи тěнче вăраннă чух:
Хаваслă кун шăраннă чух,
Чун савăнать: чěре сикет,
Çěр-шывăм çинчен юрлас килет

Музыка учителĕ Малофеева И.А. 5-мĕш класра вĕренекенсемпе «Çĕр-шывăм çинчен юрлас килет» музыка урокĕ ирттерчĕ. Урокра сăмах чăваш патшалăх Гимнĕ çинчен пычĕ. Вĕсем ăна малтан чăвашла, кайран вырăсла итлерĕç.

Гимн никĕсне XX ĕмĕрĕн варринче Чăваш халăх сăвăçи Илле Тукташ хайланă «Тăван Çĕршыв» сăвăна РСФСР тата Чăваш Енĕн тава тивĕçлĕ ӳнер ĕçченĕ Герман Лебедев композитор кĕвĕленĕ юрăна хывнă.

Гимн республика паллă тăвакан халăх уявĕсенче, чаплă пухусене уçнă тата хупнă чухне, ют патшалăх ертÿçисене кĕтсе илнĕ чухне янăрать. Шкулсенче вĕренÿ çÿлĕ пуçланнă чухне, кама та пулин асăнса ирттерекен соревнованисене уçнă чухне янăрать. Чăваш гимнĕ янăранă чухне ăна итлекенсем ура çине тăрса итлеççĕ. Кашни çыннăн гимн сăмахĕсене пăхмасăр пĕлмелле. Ачасем гимн сăмахĕсене пăхмасăр вуларĕç.

Ачасем уроксенче чăваш çĕр-шывĕ çинчен вĕреннĕ юрăсене аса илчĕç.

Фотоотчет

 

для детей старше шести лет